Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче йывӑр тиевлӗ икӗ машина ҫапӑннӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, водительсенчен пӗри вилнӗ.
Ку инкек М-7 ҫулӑн 699-мӗш ҫухрӑмӗнче пулнӑ. Volvo машина водителӗ, 45 ҫулти арҫын, руле итлеттереймен, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Вӑл Hyundai йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫапӑннӑ. Унӑн рулӗ умӗнче 33 ҫулти арҫын, Пушкӑрт Республикин ҫынни, ларнӑ.
Йывӑр тиевлӗ машинӑсем питӗ вӑйлӑ ҫапӑннӑран 33 ҫулти водитель йывӑр суранланнӑ, вӑл авари вырӑнӗнчех вилнӗ.
Халӗ авари мӗнле пулнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
М-7 федераци трасси ҫинче Сӑр юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер патне илсе пыракан ҫула хатӗрлӗҫ. Росавтодор тытӑмӗнчи «Волго-Вятскуправтодор» федерацин хысна предприятийӗ эстакадӑна кӑҫал тума пуҫлассине пӗлтернӗ. Сӑр юханшывӗ урлӑ кӗпер тунипе пӗрлех вӑл Мӑн Ҫавал урлӑ кӗпере юсаса ҫӗнетӗ. Ҫак хыпара Росавтодор сайтӗнче пӗлтерни тӑрӑх Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви хыпарланӑ.
Подряд организацинче палӑртнӑ хыҫҫӑн М-7 «Атӑл» автоҫул ҫинчи ӗҫсем 582+300 километрӗ тӗлӗнче пулӗҫ. Кунти ҫӗр час-часах ишӗлнине шута илсе ҫула 33 метр тӑршӗллӗ тимӗр-ботон балкӑсемпе ҫирӗплетӗҫ. Ӗҫе 2020 ҫулта вӗҫлесшӗн.
Ҫавал урлӑ хывнӑ кӗпере (сӑмах Ҫӗрпӳ хули ҫумӗнчи пирки пырать) вара кӑҫал туса пӗтермелле. Кӗпер патне пыракан ҫула хунарсемпе ҫутатӗҫ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫпӳрт Салинче пурӑнакансем валли чарӑну туса парӗҫ.
Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫӗрле Алексей Мальцев тата Александр Сулагаев Ҫӗрпӳ районӗнче М-7 автоҫул ҫинче дежурствӑра пулнӑ. Ирхи 4 сехет ҫурӑра хайхискерсем чарӑнура ҫын тӑнине асӑрханӑ.
Патак тата витре тытнӑ ватӑ хӗрарӑм пӗчченех пулнӑ. Полицейскисем чарӑннӑ та кинемее ыйтусем панӑ. Лешӗ йӗркеллӗ нимӗн те хуравлайман. Пакунлисем ӑна машинӑна лартнӑ, вӑл ӑҫта пурӑннине шырама тытӑннӑ.
Ватӑ хӗрарӑм миҫемӗш ҫуртра, хӑш урамра пурӑннине аса илеймен, ҫавӑнпа ӑна полици уйрӑмне илсе кайнӑ. Унта вара кинемейӗн телефон пуррине пӗлнӗ. Йӗрке хуралҫисем тӑванӗсем патне шӑнкӑравланӑ. Лешсем тӳрех полици уйрӑмне вӗҫтерсе ҫитнӗ, ватӑскере киле илсе кайнӑ.
Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви республикӑри ӗҫсӗрлӗх шайӗпе тунтикунсерен паллаштарсах тӑрать. Статистикӑна официаллӑ йӗркепе шута илнисем кӑна кӗреҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра 4636 ӗҫсӗр ҫынна палӑртнӑ. Вӑйпиттисен пӗтӗмӗшле хисепӗнчен 0,73 проценчӗ ӗҫсӗр иккен. Тулли мар ӗҫ кунӗпе тӑрӑшакансем те пур — пурӗ 2480 ҫын.
Ӗҫсӗрррисен кӑтартӑвӗ пӗчӗк муниципалитсен шутӗнче ҫӗрпӳсем (0,26%), комсомольскисем (0,29%) тата вӑрмарсем (0,34%).
Вакансисен шучӗ вара 15 пинтен те иртет-мӗн. Ӳркенмесен тата ӗҫ тиркемесен урай ҫума, картиш пуҫтарма кайма май пур, ача пахчине няня, лавккасене сутуҫӑ тата ытти пулса вырнаҫма пулать. Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, сӑмах май, Чӑваш патшалӑх филармонине артист кирлине те пӗлтернӗ. Ӗҫ укҫине 15 пинтен ытларах тӳлеме шантарнӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнче пуйӑспа «ГАЗель» машина ҫапӑннӑ. Чукун ҫул ҫинчи пӑтӑрмах 15 сехет те 50 минутра пулнӑ. Чукун ҫул каҫҫинче «ГАЗель» ҫине тавар турттаракан пуйӑс пырса кӗнӗ, ӑна вӑл лапчӑтсах лартнӑ. Инкек «Тутаркасси – Кӳкеҫ – Ҫӗнӗ Шупашкар» трасса ҫинче сиксе тухнӑ.
Ҫул ҫинчи пӑтӑрмах пирки хыпарлакан МИХсенчен пӗри 10 вакунлӑ пуйӑс Шупашкар еннелле кайнине пӗлтерет, «ГАЗель» машина вара — Илпеше. Инкекшӗн хӑшӗ айӑпли хальлӗхе уҫӑмлӑ мар, ӑна палӑртӗҫ. «ГАЗель» автомобиль рулӗ умӗнче пулнӑ 48 ҫулти водитель ал лаппине касса янӑ.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Шупашкартан Питӗре каякан пуйӑс Ҫӗрпӳ районӗнчи чукун ҫул каҫҫи ҫинче фурӑпа ҫапӑннӑччӗ. Светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхмасӑрах чукун ҫул ҫине кӗрсе кайнӑ водителе явап тыттарнӑччӗ.
Чӑваш Енӗн Финанс министерстви Чӑваш Енри районсемпе хуласенче тупӑш илнине шутласа кӑларнӑ. Налук тата урӑх тупӑш илесси ҫӗнӗ ҫулти пӗрремӗш уйӑхра республикӑри 11 муниципалитетра лайӑхланнӑ.
Тупӑш илессине процентпа танлаштарса тишкерсен Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче уйрӑмах аван ӗҫлени курӑнать: унти ӳсӗм — 58,3%, Ҫӗмӗрлере — 12,2%, Канашра — 6,4%, Муркаш районӗнче — 26,6%, Етӗрне районӗнче — 14,4%.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче Чӑваш Енри 15 муниципалитетра тупӑш пайӗ унчченхинчен чакнӑ. Уйрӑмах пӗчӗкленнисен шутӗнче республикӑн Финанс министерстви Ҫӗрпӳ тата Комсомольски районӗсене асӑннӑ. Малтан асӑннинче тупӑш илесси пӗлтӗрхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи малтанхи уйӑхринчен 29,5 процент сахалланнӑ, Каҫал тӑрӑхӗнче — 15,6 процент.
Влаҫ тытӑмне ӗҫе вырнаҫнӑ чухне документсене тӗплӗн тӗрӗслеҫҫӗ, судпа айӑпланнипе айӑпламаннине пӑхаҫҫӗ. Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пӗрремӗш ҫумӗ вара ӗҫе кӗнӗ чухне унччен суд сакки ҫине ларнине темӗнле майпа пытарнӑ.
Район администрацийӗн экономика, строительство тата ЖКХ управленийӗн пуҫлӑхӗ судпа айӑпланнине прокуратура тупса палӑртнӑ. Арҫын ӗҫӗ кӗнӗ чухне ҫакна никама та пӗлтермен, пытарма шухӑшланӑ. Унччен вӑл йывӑрах мар преступленишӗн айӑпланнӑ-мӗн.
Халӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑхӑн пӗрремӗш ҫумӗпе тунӑ ӗҫ килӗшӗвне пӑрахӑҫланӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна Ҫӗнӗ ҫул уявӗ валли чӑрӑш каснӑшӑн явап тыттарасшӑн.
Чӑваш Республикин прокуратури хыпарланӑ тӑрӑх, уголовлӑ ӗҫ пуҫарма ял хӗрарӑмӗн ҫӑхавӗ хистенӗ. Хайхи хӗрарӑм йӗрке хуралне пырса ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ раштав уйӑхӗнче ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ҫурчӗ ҫывӑхӗнче ӳснӗ чӑрӑша каснине хут ҫырсах пӗлтернӗ. Прокуратура ӗҫченӗсем ҫийӗнчех тӗрӗслев ирттернӗ те хӗрарӑм ахальтен ҫӑхавламаннине палӑртнӑ. Чӑнах та, хайхи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ертсе пыракан компани директорне рашитав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче чӑрӑша касма хушнӑ, анчах ҫак ӗҫе тума вӗсен нимӗнле ирӗк те пулман.
Чӑрӑша каснӑран ял тӑрӑхӗ 50 яхӑн тенкӗлӗх шар курнӑ. Уголовлӑ ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.
Чӑваш Енри тӗпчевҫӗсем ҫак кунсенче икӗ хӗрарӑм мӗн сӑлтавпа вилнине тӗпчеҫҫӗ. Вӗсене иккӗшне те урамра тупнӑ.
Тӗпчевҫӗсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑмсене ирӗксӗрлесе вӗлерни сисӗнмест. Вӗсем иккӗшӗ те шӑнса кӳтнипе леш тӗнчене ӑсаннӑ.
Вӑрнар районӗнче пурӑннӑ 49 ҫулти хӗрарӑм виллине нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче асӑрханӑ. Ҫав каҫхине вӑл Вӑрнарти пӗлӗшӗсем патӗнче мунча кӗни паллӑ. Унтан ҫурҫӗр иртни пӗр сехет тӗлӗнче тухса кайнӑ. Хӑнара вӑл епле хӑналанни хальлӗхе паллӑ мар.
Шупашкарта пурӑннӑ 82 ҫулти кинемей Ҫӗрпӳ районӗнчи пахча юлташлӑхне ҫӑлкуҫ шывӗ ӑсма кайнӑ. Ҫапла ӗмӗтлине вӑл нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тӑванне пӗлтернӗ. Кинемей виллине дача енне каякан сукмак ҫинче кӑнтӑрла асӑрханӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр ҫамрӑк вӑрӑ усал ӗҫ тӑвиччен чиркӗве хӗрес хурсах кӗнӗ. Унтан вӑл мӑнастире парне паракансем валли ҫакса хунӑ ешчӗкрен 15 пине яхӑн тенкӗ йӑкӑртнӑ.
28 ҫулти арҫын усал ӗҫпе унччен те ҫакланкаланӑ иккен. Тӗрмерен черетлӗ хутчен пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче тухнӑ. Ирӗкре савӑнса пурӑнас вырӑнне каллех йӑнӑш ҫул ҫине тӑнӑ.
Ҫӗрпӳри хӗрарӑмсен мӑнастирне арҫын икӗ хутчен кайнӑ. Пӗрремӗшӗнче вӑл мӗн пур укҫана вӑрламан. Тепӗр икӗ кунтан тепре ҫул тытнӑ. Турӑ ырламан ӗҫ тӑваканскер кашнинчех тӗрлӗ хӗрарӑмпа пулнӑ.
Йӗрке хуралҫисем вӑрра видеокамера пулӑшнипе тытса чарнӑ. Укҫана ҫынсем хӑйсен кӑмӑлӗпе хураҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑл никамӑн та мар тесе пупленӗ хайхискер. «Саккуна пӗлменни яваплӑхран хӑтармасть», — теҫҫӗ йӗрке хуралҫисем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |